| 4019 | Ҫамкана ҫырни ҫухалмӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4018 | Ҫамкана ҫырнинчен иртме ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3894 | Ҫамрӑк та сывӑ чухне пурнӑҫпа киленсе юл теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3895 | Ҫамрӑкла вилекен ик хут вилет теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3896 | Ҫӑва патне кайнӑ виле каялла килни ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3897 | Ҫӑпатана кутӑн тӑхӑниччен пурӑн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3898 | Ҫӗр кун ҫӗрсе пурӑниччен пӗр кун ҫунса пурӑнас. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3899 | Ҫӗр ҫинче ҫуралнӑ ҫын ҫӗр ҫул пурӑнма тивӗҫлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3900 | Ҫӗре каяс — ҫӗр хытӑ, ҫӳле каяс — ҫӳл инҫе. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3901 | Ҫӗре кӗмесӗр те ӗҫ пӗтмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3902 | Ҫӗре кӗресси туя каясси мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3903 | Ҫӗре кӗрсен епле ҫирӗп ҫын та ҫӗрет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3904 | Ҫӗре кӗрсен пурте пӗр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3905 | Ҫӗрӗк каска ҫӗр ҫул пурӑнать теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3906 | Ҫӗрулми ҫисех ҫӗр ҫул ытла пурӑнаймӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3907 | Ҫиекен выльӑхра ӗмӗт пур. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4020 | Ҫиме ҫырман ҫӑкӑра ҫияймӑн, ҫиме ҫырнӑ ҫӑкӑра шыв варӗнчен те тухса ҫийӑн теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3908 | Ҫич хут кӗпе тӑхӑнакан вилмен тет, ҫич хут кӗрӗк тӑхӑнакан вилнӗ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3909 | Ҫураласси пӗр тан та, пурнасси пӗр тан мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3910 | Ҫуралассипе вилесси умри парӑм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3911 | Ҫуралман ҫыншӑн вилӗм те ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3912 | Ҫуралмасӑр юлман та, вилмесӗр юлас ҫук теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3913 | Ҫурални ӳсет, ватӑлни вилет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3914 | Ҫын ӗмӗрӗ виҫ тӗрлӗ курмасӑр иртмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3915 | Ҫын ӗмӗрӗ ҫурхи шыв пек: пӗр кӗрлет те пӗр иртет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3916 | Ҫын ӗмӗрне ҫын пурӑнмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3917 | Ҫын ку тӗнчере хӑналӑх ҫеҫ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 3918 | Ҫын ура ҫине ӗне пуссан кӑна хурапа шурра уйӑрса илме пуҫлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4021 | Ҫын шӑпи унӑн ҫамки ҫине ҫырӑннӑ теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4022 | Ҫыннисем пӗрешкел, ӑраскалсем ӑрасна теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4023 | Ҫырни-пӳрни пусма вӗҫнех килет теҫҫӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4024 | Ҫырнинчен иртеймӗн. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3919 | Ҫырт ҫитмесӗр ҫын вилмест теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4040 | Тарӑшмасӑр ӗҫ пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4052 | Тарӑшнине ним те ҫитес ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 3920 | Тӑпраран пулнӑ ҫын тӑпра ӑшне кӗмелле теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
| 4026 | Тӑрӑш, тӑрӑшсан пулатех. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4027 | Тӑрӑшакан васкаканран ирттернӗ тет. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4028 | Тӑрӑшакан пурнӑҫ тӑвать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4029 | Тӑрӑшакан тӑрӑлса юлас ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4030 | Тӑрӑшакан тӑрна тытнӑ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4031 | Тӑрӑшакан ыр курать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4032 | Тӑрӑшакана Турӑ та пулӑшать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4033 | Тӑрӑшатӑн — пурнӑҫ пулать, тӑрӑшмастӑн — пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4034 | Тӑрӑшман тӑрна выҫӑ вилнӗ. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4035 | Тӑрӑшмасан ҫӑкӑр та пулмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4037 | Тӑрӑшмасан тӑри чӗппи те тыттармасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4036 | Тӑрӑшмасан Турӑ та пулӑшмасть, патша та хӗрхенмест. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4038 | Тӑрӑшмасан тыркасӑн та хырӑмӗ тӑранмасть. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
| 4039 | Тӑрӑшмасассӑн ним те ҫук. | Шӑпа — Тӑрӑшу |